Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗрери суран нихӑҫан та ӳт илеймӗ

Хуракассинчи палӑкСӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассисемшӗн чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ 45-мӗш ҫул "хура". Ҫак кун ку тӑрӑхри ҫӗр-ҫӗр ҫын кӑна мар, пӗтӗм Чӑваш Ен хурланать: хӑрушӑ синкер 106 ачапа тӑватӑ вӗрентекен пурнӑҫне шелсӗр татнӑ. Ҫак кун шкул пулнӑ вырӑнти, хӑлӗ пӗлӗтелле кармашакан 110 тирек айӗнчи палӑк умне кашни ҫулах ун чухне вут-ҫулӑм ытамӗнчен хӑтӑлма телей пӳрнӗ ҫынсемпе тата ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӑн 5-мӗшӗ хыҫҫӑн килнӗ ҫӗнӗ ӑру та самант шӑп тӑрса пуҫ тайма килет — ӗмӗрлӗхех 3-15 ҫулсенче юлнисене кашнине ятран асӑнма...
...Хӗвеллӗ те янкӑр пӗлӗтлӗ ҫав ир никам та япӑххи ҫинчен шухӑшлама та пултарайман: аслисем яланхи пекех пепкисене шкула ӑсатнӑ хыҫҫӑн хӑйсен ӗҫӗсемпе саланнӑ. Ял варринчи йывӑҫ шкулта та хӗвӗшӳ: паян вӗренӳ чӗрӗкӗн юлашки кунӗ, умра — уяв, каникул. Пиччӗшӗсемпе аппӑшӗсем концерта шкула ҫӳремен йӑмӑкӗсемпе шӑллӗсене те илсе пынӑ. Юрӑ шӑраннӑ вӑхӑтра юнашарти физика пӳлӗмӗнче хӑрушла шартлатса ҫурӑлнӑ сасӑ илтӗнсе кайнӑ хыҫҫӑнах ачасемпе, вӗрентекенсемпе тулнӑ зала тавраллах ҫулӑм ҫавӑрса илет. Шалтисем кам чӳрече патне, хӑшӗ алӑк патне талпӑннӑ, анчах хӑшӗ ӑҫта — нихӑшӗ те нимӗн те ӑнланман. Ҫурт ишӗлсе анса вут тамалсан ухмаха тухнӑ ашшӗ-амӑшӗ, ял халӑхӗ ҫунса кӑмрӑкланнӑ кӗлеткесен хушшинче хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шыранӑ. Тепӗр кунне ирпе ирех, вырӑнти влаҫ хушӑвӗпе /Ыранччен хӑварма юрамасть, ыран - Октябрьти революци кунӗ. Уяв сӗмне нимӗн те ан пӑстӑр/, ялтан инҫех мар ҫӑва ҫинче тракторпа траншея чавтарнӑ, пӗчӗк ҫеҫ тупӑксене ретӗн-ретӗн вырнаҫтарса тракторпах ҫӗрпе хупланӑ. Пушар ытамӗнчен хӑтӑлайман 106 ачапа /вӑл шутра шкул ҫулне ҫитмен 20 тата 7 ҫулти 24 ача/ 4 вӗрентекен тӑванла масар ҫинче ӗмӗрлӗх канӑҫ тупнӑ.
Совет влаҫӗ темшӗн-ҫке ҫак хӑрушла пулӑм ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман. /Сӑмах май, ку хыпара "Америка сасси" радиостанци тепӗр куннех халӑх патне ҫитернӗ/. 1991 ҫулччен "хупӑ тема" пулнӑ вӑл. Чылай ҫул иртсен кӑна шкул пулнӑ вырӑнта
ҫунса вилнисене асӑнса палӑк ҫӗкленнӗ. Халӑх ҫине тӑнипе, унӑн укҫи-тенкипе. Ҫулсерен кунта пӗр кунра йывӑр ҫухату туснӗ ашшӗ-амӑшӗ, халӑх пухӑнса шар курнисене асӑнать. Кӑҫал та палӑк умӗнче хурлӑхлӑ митинг-реквием иртрӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ пушарта шар курнисем ҫак кун яланах пӗрле пухӑнаҫҫӗ. Вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнисен тӑванӗсемпе пӗрле хурланма Раҫҫейӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн ӗҫченӗсен унӑн пуҫлӑхӗ В.Н. Петьков ертсе пыракан ушкӑнӗ, ЧР вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ М.Ю. Толстов, Сӗнтӗрвӑрри район пуҫлӑхӗ А.А. Шумов, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн А.Г. Асаковӑн пулӑшаканӗ В.П. Куракова, ял тӑрӑхӗн ертӳҫисемпе райпухӑвӑн депутачӗсем, Хуракассинчи, Ваҫликассинчи, Элменкассинчи, Ҫимакойри, Нарат Чаккинчи /ку ялсенчен те пулнӑ вилекенсен хушшинче/ ҫынсем чылай пуҫтарӑннӑ. Кунта тухса калаҫнисен шухӑшӗ-сӑмахӗ пӗр евӗрлӗ янӑрарӗ: "Пушарта ача вилни — нимӗнпе танлаштарайми пысӑк инкек, ҫӗр чӑтайми йывӑр хуйхӑ. Унпа пӗрле пирӗн пуласлӑхӑн, ҫутӑ шанчӑкӑн пӗр пайӗ татӑлать. Ҫакӑнта пӗр самантра 110 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Чӗрери суран нихӑҫан та асран тухмӗ, ҫулсем иртсен те вӑл пирчемӗ, хӑй ҫинчен аса илтерсех тӑрӗ".
Айӑпсӑр ҫӗре кӗнӗ ҫӗр вунӑ ҫынна кашнине ятран асӑнчӗҫ. Вӗршӗнсем хыҫҫӑн ҫӳл тупене ыткӑнакан хӗрача чунне сӑнарлакан палӑк умне чечек кӑшӑлӗ хыҫҫӑн кӑшӑл выртрӗ. Ҫӗршыв тата республика ялавӗсемпе пӗрле ҫулӑмран тухайманнисен ячӗпе лартнӑ тирӗксем те пуҫӗсене тайреҫ...

Юрий ЛИСТОПАД.
«Хыпар», 2006, чӳк, 9, 24617 №


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-30 13:43:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2523 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем